Savanma.ru мӗн валли, мӗн тумалли сайт вӑл?  Кĕскен, чăвашла социаллă сеть. Кунта ытти социаллӑ сетьсемри пекех ӑстасем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтӑртма пултараҫҫӗ, ҫыравҫӑсем хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараяҫҫӗ, ӳнерҫӗсемпе фотографсем хӑйсен илемлӗ ӳкерчӗкӗсене хушаяҫҫӗ, юрӑҫсем ҫӗнӗ юррисене итлеттерме пултараҫҫӗ, кулинари ӑстисем рецептсем хушаяҫҫӗ, историксем иртни пирки каласа пама пултараҫҫӗ тата ытти те...

Паллах, хушакан текстсене чӑвашла ҫырмалла.

Сайтпа ĕçлеме пуçлама чи малтан регистрациленмелле 

http://savanma.ru/register

Аккаунта илемлетме сăнÿкерчĕкпе чаршав суйласа илĕр.

Мĕнле майсем пур сайтра?

Сайта эсир хыпар, калав, пĕлтерÿ, ÿкерчĕк (фото, картина), юрăсем хушма пултаратăр.

Унсăр пуçне  сайтра ыйту-хурав, викторина иртерме пулать. Килĕшекен аккаунтсене çырăнма пулать, чӗре ҫине пусса килӗшет теме пултаратӑр, комментарисем хушма май пур. Сайтпа усӑ куракансем пӗр-пӗрин патне ҫыру яма пултараҫҫӗ. Кашни аккаунтӑн хӳме (стена) пур. Унта кулленхи шухӑшсене хушма пулать. Вӑл уҫӑ пулсан унта ытти усӑ куракансем те ҫырма пултараҫҫӗ. Тата эсир хăвăра ятăн хештег тума пултаратăр. Хештег тунă чухне  # усă курма кирлĕ мар.

 Сайтăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхине аталантарасси.