Юрлаканӗ - Иван Христофоров

 

Атте лаша панӑ пулсан

Эп лашапа килӗттӗм.

Атте лаша памарӗ,

Лашапа килеймерӗм.

Вӑрманта - ҫырлара,

Эпир кунта хӑнара.

Ҫич-ют ҫынни мар эпир,

Тӑван патӗнче хӑнара.

 

Анне ӗне панӑ пулсан,

Эп чӑкӑтпа килӗттӗм.

Анне ӗне памарӗ,

Чӑкӑтпа килеймерӗм.

Вӑрманта - ҫырлара,

Эпир кунта хӑнара.

Ҫич-ют ҫынни мар эпир,

Тӑван патӗнче хӑнара.

 

Йӑмӑк хӑмла панӑ пулсан,

Эп сӑрапа килӗттӗм.

Йӑмӑк хӑмла памарӗ,

Сӑрапа килеймерӗм.

Вӑрманта - ҫырлара,

Эпир кунта хӑнара.

Ҫич-ют ҫынни мар эпир,

Тӑван патӗнче хӑнара.

 

Пичче така панӑ пулсан,

Эп шӑрттанпа килӗттӗм.

Пичче така памарӗ,

Шӑрттанпа килеймерӗм.

Вӑрманта - ҫырлара,

Эпир кунта хӑнара.

Ҫич-ют ҫынни мар эпир,

Тӑван патӗнче хӑнара.

 

Юрлаятӑп-и юрлаймастӑп-и,

Юрӑ юрласа парӑр-ха!

Ташлаятӑп-и ташлаймастӑп-и,

Ташӑ ташласа парӑр-ха.

 

Вӑрманта - ҫырлара,

Эпир кунта хӑнара.

Ҫич-ют ҫынни мар эпир,

Тӑван патӗнче хӑнара.

 

Вӑрманта - ҫырлара,

Эпир кунта хӑнара.

Ҫич-ют ҫынни мар эпир,

Тӑван патӗнче хӑнара!