Таксист

   Мĕншĕн пурнăç çавăн пек ăнланмалла мар йывăр-ши? Телейлĕ пулас тенĕ чухне мĕскершĕн тĕрлĕрен чăрмав килсе тухать-ши? Пĕтĕм пуласлăх, малашнехи телейлĕ пурнăç картсенчен ăсталсанă çурт евĕр арканать. Мĕншĕн çапла?

   Çавнашкал шухăшсем арпашăнса-пăтрашăнса пĕтнĕ çăмха çиппи евĕр явăнчĕç Костьăн пуçĕнче. Сарă хĕвел сенкер тÿперен хула урамĕсем çине мăнаçлăн тинкерет. Кăпăшка шурă пĕлĕтсем минутсерен улшăнса тÿпе тăрăх шăваççĕ. Вăштăр-вăштăр çилĕ ура айĕнчи çÿп-çапа вырăнтан вырăна тустарать. Вĕçен кайăксем ырă кунпа киленсе савăнăçлăн чĕвĕлтетеççĕ.

   Пурте аванччĕ вĕт ун чухне. Костя çитĕннĕ каччă, илĕртÿллĕ шанăçсемпе туллискер, шофера вĕренетчĕ. Каçхине юлташĕсемпе юхан шыв хĕррине пухăнса тем вăхăтчен уçăлса çÿретчĕç. Хăш чухне шуçăм çывхарни те сисĕнмесĕрех юлкалани те пулнă. Çапла пĕр каçхине тăр пĕччен шыв хĕррипе, çыр тăрăх, утакан пикене асăрхарĕ вăл. Пике сăн-пичĕ çинче темĕнле салхулăх-и, кÿренÿ-и палăрнăн туйăнчĕ.

   Тепĕр чух, тен, асăрхаман та пулĕччĕ-и, çавăн йышши самантсем пĕрре çеç мар пулкаланă, хальхинче вара… Хальхинче темĕн чарчĕ, çула пÿлчĕ йĕппе тирнĕн. Костя кашни çынна, чĕрчуна май таран пулăшма хатĕрскер, пике патне çул тытрĕ.

   Пике çинче сенкертен те сенкер кĕпе Костьăн пуçĕнче тÿрех «Царевна-Лебедь» картинăна аса илтерсе куç умне кăларчĕ. Ара, çав репродукцие пÿлĕмре стена çине çыпăçтарнă-çке, кашни минут тĕлне куç умне пулать.

   - Ырă каç пултăр, чиперккеçĕм.

   - Ырă çеç, - ĕшеннĕн илтĕнчĕ унăн çепĕç те ăшă сасси.

   - Сирĕнпе пĕрле утсан хирĕçлес çук пулĕ тетĕп? Темшĕн эсир мана хуйхăллăн курăнатăр, - малалла вакларĕ сăмаха Костя, ку енчен нихăçан та кивçене кĕме пĕлменскер.

    - Хирĕçлеместĕп, паллах, енчен те хăвăра йĕркеллĕ тытсан. Ыттине вара çывăха илме кирлĕ мар. Хăвăр çавах та кам пулатăр? Тен, психолог мар пулĕ? – ыйтуллăн тинкерчĕ пике çамрăк çине хăйĕн тинĕс тĕслĕ симĕс-кăвак куçĕсемпе.

    Унăн ытарма çук илемлĕ куçĕсем Костьăн чĕринче темĕнле çепĕç, хальлĕхе ăнланмалла мар туйăм çуратрĕç.

    - Каçару ыйтатăп, - чăнласах каласшăнччĕ вăл, анчах сăмахĕ вылянчăклăн тухрĕ. – Манăн çийĕнчех пĕлтермеллеччĕ ку пирки, Костя.

   - Одессăран мар пулĕ?

Ара, каçхине хулара çамрăксем гитара çинче выляса ытларах çак юрра шăратаççĕ те.

   - Çук, Хусантан, - хула çывăхĕнче вырнаçнă ялтан тесе сăмах чĕнсессĕн сăмах ытла та вăраха тăсăлать тесе шутларĕ. – Эсир ĕнтĕ мĕн ятлă?

   - Настя.

   - Питĕ илемлĕ ят.

   Пикепе калаçнă хушăра Костя юлташĕсенчен самаях тăрса юлчĕ. Тусĕсем те, юлташĕ пикепе çуммăн пулнине асăрхасан, текех кĕтсе тăмарĕç, малалла утрĕç. Çавах та çакă ăна пĕртте кулянтармарĕ. Инкек-синкек тухас пулсан хăйне те, пикене те хÿтĕлеме вăй-хăват çитет унăн, ял çĕрĕнче ÿснĕ çамрăкăн. Алла-аллăн тытăнса Костьăпа пике вăрахччен калаçса тăчĕç. Костя унăн вĕри аллисене ÿтпе çеç мар, чĕрипе туйрĕ. Акă Настя алăри сехечĕ çине пăхрĕ те:

   - Костя, тархасшăн, каçар та, анчах манăн вунă сехетре килте пулмалла. Килтисем пăшăрханма пултараççĕ. Мана питĕ кăмăллă пулчĕ сирĕнпе калаçма. Чун та самаях уçăлчĕ…

   - Пăшăрханма сăлтав çук, чĕкеçĕм, - Костя тÿрем енне тинкерчĕ. Кунта утнă май çул çинче такси тăнине асăрханăччĕ вăл.

   - Наçтук, кăшт çеĕ кĕтерех тăр. Эпĕ часах, - хăвăрттăн тÿрем енне çул тытрĕ çамрăк çын.

   Пике нимĕн тавçарса та илме ĕлкĕрмерĕ, умне çăмăл машина çитсе тăчĕ. Салонран тухса Костя алăка уçрĕ:

   - Карета сирĕн, Наçтук.

   - Костя, мĕншĕн çав териех тăкакланатăн?

   - Маншăн вăл чыс кăна тата кун пек эпĕ эсир пĕр икексĕр килĕ çитнине шанса юлатăп.

   Шÿтлĕн калаçса хыçалти ларкăч çине вырнаçрĕç вĕсем. Настя хăйĕн адресне каларĕ, унтан Костьăна караслă телефонĕн номерне пĕлтерчĕ. Фара çутинче çул хĕрринче тĕмсем мĕльтлетеççĕ, симĕс çулçăсем йăлтăртатса илеççĕ те тĕттĕмре çухалаççĕ. Костя Наçтука пилĕкĕнчен ыталаса пит çăмартинчен çепĕççĕн чуптурĕ тĕттĕмлĕхпе усă курса, пике нимĕн те чĕнме те, хирĕçлеме те çитмерĕ.

   Вăрах вăхăт иртмерĕ, руль умĕнче ларакан çаврăнчĕ те, ытуллăн пăхрĕ.

   - Тĕрĕс, çакăнта, - çирĕплетрĕ Наçтук унăн куçĕсенчи ыйтăва вуласа.

   - Ыран каçхине çак вăхăтсене татах та тĕл пулатпăр-и? – хăюсăррăн ыйтрĕ каччă.

   - Юрать. Шăнкăравласа калаçса татăлăпăр, - йăл кулнă май пикен пит çăмартисем илĕртÿллĕн путрĕç.

   - Ырă каç пултăр апла, Наçтук, - каччă хăйĕн савăнăçне пытарма шутламарĕ.

   Каялла кайнă чух Костя хăюсăр пулнăшăн хăйне пĕрре мар ÿпкелерĕ.

   - Сирĕн тантăш ытла та чипер, - ун шухăшне татрĕ шофер.

   - Пĕтĕмпех килĕшетĕп, - çирĕплетрĕ çамрăк, хăй вара паянхи каç çеç паллăшнине систермерĕ.

   Тепĕр кунхине вĕсем яланах тĕл пулма калаçса татăлчĕç. Пĕрре кафере, тепĕр чухне аттракциона çÿрерĕç. «Манăн пирĕшти» тесе чĕнетчĕ пике Костя.

    Эрне хыççăн эрне иртрĕ. Кĕçех кĕр те çывхарса çитрĕ, симĕс çулçăсене ылтăнпа пĕветрĕ. Кун тăршшĕ те аванах чакрĕ, каçхине ултă-çичĕ сехетре тĕттĕмленме те ĕлкĕрет. Акă ĕнтĕ вĕсен чăтăмсăррăн кĕтнĕ кун та çитрĕ хăй майĕпе. Çамрăк чĕресен пĕрлешĕвне çирĕплетсе ятсăр пÿрнисем çинче ылтăн венчен çĕррисем йăлтăртатаççĕ. Хăнасем чăтăмсăррăн «Йÿçĕ! Йÿçĕ!» - кăшкăраççĕ, çамрăксене хĕтĕртсе…

   Костя вĕренÿ вĕçлесе алла диплом тытнă хыççăн ĕçе вырнаçрĕ. Каннă кунсенче таксист пулса тăрăшрĕ. Кулăшла та, анчах икĕ кун хушшинче уйăх шалăвне илсе таврăнатчĕ вăл. Кăштахран Костя çĕнĕ «Форд» та туянчĕ. Пурте йĕркеллĕ пыратчĕ унăн пурнăçĕнче: арăм, çурт, ĕç, машина. Часах пĕчĕкки çуралмалла. Пурте çителĕклĕ, кăвакарчăн сĕчĕ çеç çитмест-и, тен. Çавнашкал самантра мĕн те пулин пуласса кĕтсех тăр, ара усал тенĕ япала çуммăнах çÿрет-çке, ăçта-тăр такăнтарас тесе, самантне шыраса…

   Костя ĕç кунне вĕçлетчĕ ĕнтĕ, кая юлнă арçын хула çывăхĕнчи яла леçсем хăварма ыйтрĕ. Çулне аванах пĕлнĕрен тата укçа тенĕ япала нихăçан та ытлашши пулас çук