Кӗввипе сӑмахӗсем халӑхӑн.

Юрлаканӗ:

Вячеслав Христофоров.

 

Тӑпӑртатса тӑрать Тур лаши,
Тӑпӑртатса тӑрать Тур лаши
Ай-йа-ях Тур лаши.
Малтан мала каясшӑн
Ай-йа-ях каясшӑн.

Малтан мала каясшӑн

Ай-йа-ях каясшӑн.

Тӑпӑртатса тӑрать пирӗн тӑванӗ,

Тӑпӑртатса тӑрать пирӗн тӑванӗ,

Ай-йа-ях пирӗн тӑванӗ.
Пире хисеп тӑвасшӑн,
Ай-йа-ях тӑвасшӑн.

Пире хисеп тӑвасшӑн,

Ай-йа-ях тӑвасшӑн.

Куккун сана лайӑх-и?
Куккук сана лайӑх-и?
Ай-йа-ях лайӑх-и?
Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреме
Ай-йа-ях ҫӳреме.

Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреме

Ай-йа-ях ҫӳреме.

Тӑван сана лайӑх-и?
Тӑван сана лайӑх-и?
Ай-йа-ях лайӑх-и?
Эпир килсе ҫӳресен
Ай-йа-ях ҫӳресен.

Эпир килсе ҫӳресен

Ай-йа-ях ҫӳресен.